Куккуруса пӗр вӑхӑта ял хуҫалӑх предприятийӗсем пирӗн тӑрӑхра ӑнса пулмасть тесе пӑрахӑҫланӑччӗ. Анчах ӑсчахсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ — вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем кӑлараҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхра та куккурус тухӑҫлӑ ӳстерме мйа килнине агрономсем курса ӗненчӗҫ кӑна мар, юлашки ҫулсенче хӑшӗсем ӑна вӑрлӑхлӑх та ӳстерме тытӑнчӗҫ.
Красноармейски районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем те куккуруса кӑмӑллаҫҫӗ. Унран вӗсем симӗс апат хатӗрлеҫҫӗ. «Районти хуҫалӑхсем куккуруса силос валли ҫулсерен ытларах акса хӑвараҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗмпе 338 гектар акнӑ, ҫав шутра 75 гектарне — «Караево» тулли мар яваплӑ обществӑра. Силоса кӑҫал хуҫалӑх мӑкӑр сӑрт меслечӗпе хурса хӑварать. 700 тоннӑна яхӑн янтӑланӑ та ӗнтӗ.
Сӑнсем (9)
Красноармейски районӗнчи ыхракассисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Унччен вӗсен ял патне хытӑ сийлӗ ҫул пыман. Ыхракассисене саламлама Михаил Игнатьев та килсе ҫитнӗ. Михаил Васильевич паян Трак тӑрӑхӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ.
Малтанах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Ыхракасси ҫулне уҫнӑ. Ку ҫула тумашкӑн 6 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унтан делегаци Яманак ялне ҫитнӗ.
Яманакра «Красное Сормово» хуҫалӑхра 200 ӗне тытмалли вите хута кайнӑ. Унта ял ҫыннисемпе хӑнасем курма пынӑ. Ку яманаксемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм. Витене 2014 ҫултах тума тытӑннӑ. Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 709 пуҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӗне шутне ӳстересшӗн.
Унтан хаклӑ хӑнасем «Таябинка» хуҫалӑха ҫитнӗ. Унта тыр-пул типӗтмелли тата упрамалли вырӑн хута кайнӑ. Ҫурта хӗрлӗ хӑю касса уҫнӑ хыҫҫӑн пурте ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ.
Сӑнсем (67)
Пыл сӑпасӗ иртнӗ эрнерех пулчӗ пулин те муркашсем ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнине пӗлтересех килчӗ.
«Вӗлле хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх» регионсем хушшинчи уява кӑҫалхипе муркашсем улттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ҫултан ҫул вӑл хитреленсе-анлӑланса та сарӑлса пырать. Пуҫласа ку проекта культурӑпа ӳнер сферинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме республика шайӗнче ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ.
Хальхине пысӑк шайри тӳре-шара, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ыттисем – пырса ҫитнӗ. Вадим Николаев муркашсене пыл хурчӗ пек ӗҫчен тесе ырланӑ. Мухтаканӗсем татах пулнӑ-ха. Республикӑн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев вӗсем пирки «лартнӑ тӗллеве яланах пурнӑҫлаҫҫӗ» тесе хакланӑ. Республикӑн апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи, вӑл муркашсен Шупашкарти ентешлӗхне ертсе пырать, Александр Федотов ентешӗсене пыл сутма Мускаври пасара кӑларма шантарнӑ.
Сӑнсем (58)
«Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн.
Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ.
Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать.
2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче.
Юлашки ҫулсенче унчченхи ырӑ йӑлана тавӑрса ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх агитбригадӑсем концертпа ҫӳреме пуҫларӗҫ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнчи Т.Г. Васильева хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче те пулнӑ вӗсем.
Фермер хуҫалӑхӗнче хӗрӳ ӗҫҫи пырать, ӑнса пулнӑ тырра вӑхӑтра пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ пулин те фермер ҫынсене сывлӑш ҫавӑрса илме майсем туса пама та тӑрӑшать.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче унта «Ылтӑн пучах» агиткультбригада ушкӑнӗ ҫынсене ҫӗнӗ юррӑсемпе савӑнтарнӑ.
Аслӑ Таяпари вулавӑш ертӳҫи Е.В. Сапожникова ял ӗҫченӗсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнӑ, хӗрӳ ӗҫсем вӗҫленсен вулавӑша ҫӳреме ыйтнӑ.
«Кун пек канса илнӗ хыҫҫӑн малалла ӗҫлеме те кӑмӑллӑ», — тенӗ ял ӗҫченӗсем. Т.Г. Васильева ффермер агитбригадӑна халӑха савӑнтарӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнсем (11)
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ырӑ йӑларан пӗрне, ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи механизаторсемпе комбайнерсем, водительсем хушшинчи конкурса, чӗртсе тӑратнӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнчен пуҫарса янӑ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чи нумай лаптӑк сухалани, чи нумай лаптӑк ҫинчен вырса илни, тоннӑпа илсен чи нумай турттарни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве эрнесерен палӑртса пырӗҫ. Конкурсҫӑсен агротехника тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене те пӑхӑнмалла, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ӗҫ дисциплини пирки те манмалла мар. Конкурсӑн пӗтӗмӗшле ҫӗнтерӳҫине ӗҫҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗҫ.
Сӑмах май каласан, иртсе кайнӑ эрнери ӗҫ-хӗл тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков вӗсене вымпелсем парса хавхалантарнӑ. «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов малта пыракан механизатор пулса тӑнӑ, «Авангард» «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн филиалӗнчи Николай Казаков — чи лайӑх комбайнер, «Колос» федерацин патшалӑх хысна предприятийӗнчи Александр Ильин — чи лайӑх водитель.
Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ. Елчӗксем те уй-хирте ӗҫлекен ҫынсене концертпа савӑнтарма васкаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи клуб ҫумӗнчи «Пучах» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа Ф.А. Шадриковӑн фермер хуҫалӑхне ҫитнӗ. Ку хуҫалӑх районта севок сухан ӳстерессипе паллӑ.
Фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем «Тӑван яла таврӑнсан», «Сирӗн пата ҫитес тесе» юрӑсем итлесе киленнӗ. Унтан Сергей Барановпа Марина Демьянова «Савнӑ тусӑм» юрӑ шӑрантарнӑ. «Ай, вӗҫ, вӗҫ чӗкеҫ» юрра та хапӑлласах йышӑннӑ ӗҫченсем. Ӑна Инна Александрова юрланӑ.
Агитбригада юрӑсемпе ташӑсем ӗҫ ҫыннине вӑй-хал хушма пулӑшать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем уй-хире тухса ҫӳреҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене выльӑх-чӗрлӗхе тата кайӑк-кӗшӗке шутран ытла тытма чарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва хальлӗхе татса паман-ха — ҫитес вӑхӑтра ӑна Раҫҫей Правительстви пӑхса тухмалла. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр хушу панӑ. Уншӑн явапли тесе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева палӑртнӑ.
Министрӑн ыйтӑва Экономика аталанӑвӗн, Финанс министерствисемпе тата Раҫҫей регионӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле пӑхса тухмалла. Яваплӑ ведомствӑсен хӑйсен шухӑшне ҫитес уйӑхӑн 23-мӗшӗччен пӗлтермелле.
Уйрӑм хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе шутран ытла тытмалла мар текен ыйтӑва унччен те хускатнӑ. 2009 ҫулта ку сӗнӳпе Ставрополь депутачӗсем тухнӑ. Халӑх тарҫисем хӑйсен шухӑшне хӑш-пӗрисем выльӑх нумай тытни вӗсен кӳршисене кансӗрленипе ӑнлантарнӑ. Анчах ун чух апла саккуна Патшалӑх Думи йышӑнман.
2016 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен Раҫҫейре ял хуҫалӑх ҫыравӗ иртет. Ун валли талисман шыраҫҫӗ. Ҫавна май утӑн 30-мӗшӗнче конкурс пуҫарнине Чӑвашстат хыпарлать.
Талисманпа агитаци мероприятийӗсене ирттернӗ чухне усӑ курӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисем графика сӑнӳкерчӗкӗ кӗтеҫҫӗ. Унта пурнӑҫри е шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара ӳкерме юрать. Вӑл ял хуҫалӑх ҫыравӗпе ҫыхӑнтӑр.
Конкурса «Комсомольская правда» Издательство ҫурчӗ информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. www.kp.ru сайтра ятарлӑ страница тунӑ, унта йӑлтах пӗлме пулать. Унтах сасӑлав ирттермешкӗн ӗҫсене вырнаҫтарӗҫ. Конкурс 2015 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен иртӗ. Ӗҫсене ҫурлан 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сасӑлавпа 10 ҫын ӗҫне палӑртӗҫ, жюри вара ҫӗнтерӳҫе суйлӗ. Ӑна 50 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Республикӑри районсенче хӗрӳ ӗҫ пырать. Пурте уй-хирте тырӑ выраҫҫӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем вара ывӑнмасӑр ӗҫлекенсене савӑнтарма васкаҫҫӗ. Сӑмах — агитбригадӑсем пирки.
Ҫурлан 10-мӗшӗнче, ав, Комсомольски районӗнчи тӗп клуб ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх уйӗсене концертпа пӗрремӗш хут тухнӑ. Вӗсем чи малтан «Асанкасси» ял хуҫалӑхне ҫитнӗ.
Кунта культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисемпе предприяти ӗҫченӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Куракансем вара Мария Илларионова, Альбина тата Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева тата Владимир Павлов юрланисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Унтан агитбригада «Восток» хуҫалӑх йӗтемӗ ҫине ҫитнӗ. Культура ӗҫченӗсем вырӑсла тата чӑвашла юрӑсене шӑрантарнӑ. Агитбригада кунпа пӑчланасшӑн мар. Вӑл ытти хуҫалӑхри ӗҫченсене те концертпа савӑнтарасшӑн.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |